Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Пётр Егоров ячӗллӗ I пленэра хутшӑннисен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Пётр Eгоров – XVIII ӗмӗрти пултаруллӑ архитектор, классицизмӑн пысӑк ӑсти. Унӑн пултарулӑхӗн чи ҫӳлли шайне кӑтартаканни Питӗрти Ҫуллахи пахчан карти шутланать. Ӑна тӗнче культурин шедеврӗ тесех хаклаҫҫӗ. Пётр Егорович Хӗллехи керменӗн, Смольный мӑнастирӗн, Петергофри керменпе парк ансамблӗн, Штегельман ҫурчӗн архитекторӗ пулнипе те палӑрнӑ.
Пётр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа Сӑр юханшывӗн хӗрринче, Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче, Питӗрти, Мускаври, Шупашкарти сӑр ӑстисем икӗ эрне ӗҫленӗ. Вӗсем паллӑ архитекторӑн тӑван кӗтесне халалланӑ вырӑнсене ӳкернӗ. Чи лайӑх ӗҫсем «Солнце над Сурой» (чӑв. Сӑр ҫийӗнчи хӗвел) экспозицире вырӑн тупӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ.
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей».
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ».
Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнине, унта чӑвашла ҫыракансем хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ирттерет.
Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ.
«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100,0 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Пушкин картти» проект вӑя кӗнине эпир унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.
Проекта пирӗн республикӑри 15 культура учрежденийӗ хутшӑнӗ. Вӗсем ҫамрӑк куракансене авӑн-юпа уйӑхӗсенче кӑна 180-а яхӑн экскурсипе куравпа, ӑсталӑх сехечӗсемпе, концертсемпе спектакльсемпе савӑнтарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн икӗ эрнинче «Пушкин картти» проектпа килӗшӳллӗн 1100 ытла билет илнӗ те.
Ҫӗнӗлӗхпе ытларах ҫынна паллаштарас тата усӑ куртарас тесе Шупашкарти чарӑнусенче стендсем вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Проекта хутшӑнакан пулӑмсемпе организацисен списокӗпе ЧР Культура министерствин сайтӗнчи ятарлӑ баннерта паллашма май килӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетесси йывӑррӑн пулса пырать тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Маларах Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ. Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.
Филармоние малалла юсаса ҫӗнетессипе ирттернӗ конкурсра Шупашкарти подряд организацийӗ, «3-мӗш стройтрест», ҫӗнтернӗ. Вӑл 157,7 млн тенкӗпе ӗҫлеме килӗшнӗ. Конкурса тек хутшӑнакан пулман. Анчах халӗ контракта алӑ пусассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.
Екатеринбурги «Джули» фирма аукцион документацине закупкӑпа ҫыхӑнман оборудованипе тивӗҫтерессине кӗртнӗ тесе шухӑшлать иккен. Республикӑн Культура министерстви, сӑмахран, апатланмалли сӗтеле, ҫемҫе пукана, тӗрӗслевпе касса машинине, пӗчӗк хумлӑ кӑмакана, кофе вӗретмелли машинӑна тата ыттине кӗртнӗ.
Ҫав япаласене строительство материалӗсемпе пӗрле илни конкурса хутшӑнакансен правине пӑсать тесе ҫӑхавланине монополипе кӗрешекенсем ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарти филармоние юсама пуҫӑннӑ Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнӑ. Тавӑҫпа строительство организацийӗ республикӑн Арбитраж судне ҫитнӗ. Ҫапла тума ӑна юсав ӗҫӗшӗн укҫа тӳлесе татманни хистенӗ.
«Спецстрой» тулли мар яваплӑ обществӑпа республикӑн Культура министерстви контракта 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫ хакне 149,5 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ведомствӑсенчен пӗринче, Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче, кадр резервне кӗртме кандидатсем шыраҫҫӗ. Кадр резервне темиҫе пай валли хатӗрлеҫҫӗ: финанс планлакан тата этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗсем валли специалистсен тата йӗркелӳ пайне пресс-секретарь резервне хатӗрлеҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен епле документсем тӑратмаллипе министерствӑн сайтӗнчи ҫак ярӑмра паллашма май пур.
Документсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫ кунӗсенче 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫӑнса 19 сехетчен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 36-мӗш пӳлӗм, шӑматкунпа вырсарникун – канмалли кунсем. Министерство ҫуртне хальхи вӑхӑтра картиш енчен кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви Шупашкарти художество музейӗн директорӗн должноҫне йышӑнма тивӗҫ ҫынсенчен кадр резервӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника енӗсенчен пӗринпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла, музея е культура учрежденине 5 ҫултан кая мар ертсе пынӑ опыт кирлӗ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗпе Праски Виттипе (Виталий Петровпа) тӗл пулнӑ.
Праски Витти кӑҫал 85 ҫул тултарӗ. Тӗлпулура юбилей куравне тата кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уяв мероприятийӗсене ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Праски Виттине те Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята илме тӑратнӑ, халӗ сасӑлав пырать.
Сӑмах май каласан, халӑх темипе мӗншӗн ӗҫлени пирки «Хыпар» журналистне Андрей Михайлова 5 ҫул каялла художник ҫапларах хуравланӑччӗ: «Чӑваш пирки хура халӑх тенӗ. Вӗсем ҫырма та, вулама та пӗлмен. Ӳкерес ӑсталӑх та пулман. Темиҫе ӗмӗр тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ пирӗн халӑх. Шел те, хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйӗн хӑйевӗрлӗхне ҫухатма пуҫларӗ, ҫавӑнпах хамӑн ӗҫӗм-хӗлӗме халӑха халаллас терӗм. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗпе хитрелӗхне, йӑли-йӗркине ӳкерчӗксемпе картинӑсенче сӑнлас килет. Халӑх пурнӑҫӗ искусствӑра ҫырӑнса юлмалла.
Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.
Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |